Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Иванов Константин Васильевич

Иванов Константин Васильевич, — чӑваш сӑвӑҫи, чӑваш литературин классикӗ. 1890 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15 Слакпуҫ (Ӗпхӳ кӗпернийӗ) ялӗнче ҫуралнӑ. Халӗ вӑл ял Пушкӑрт Республикин Пелепей районӗнче пулать. 1915 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13 тӑван ялӗнчех Константин Васильевич куҫӗсене ӗмӗрлӗхех хупнӑ.

Кун-ҫулӗ

1903-07 ҫулсенче Константин Иванов Чӗмпӗрти чӑваш вӗрентевҫӗсен шкулӗнче вӗреннӗ. Патшана хирӗҫ митингсене хутшӑннӑшӑн ӑна шкултан кӑларса янӑ, ҫавӑн пирки вӑл 1907 ҫулта каялла Слакпуҫа таврӑннӑ. 1909 ҫулта вӑл вара экзамен экстерн енӗпе тытнӑ, халӑх учителӗ ятне илнӗ. Литературӑпа Константин Иванов 1907 ҫулта кӑсӑкланма пуҫланӑ. Малтан вӑл вырӑс классикӗсен ӗҫӗсене чӑвашла куҫарнӑ.

Ӗҫӗсем

1908 ҫулта Чӗмпӗрте «Нарспи» поэмӑна пичетленӗ.
Ытти сӑввисем:

«Нарспи» поэмӑна ытти чӗлхесене куҫарни

2007 ҫулта Турцире, Турккӑсен Лингвистика ушкӑнӗ (Türk Dil Kurumu) К. Иванов ҫырнӑ «Нарспи» поэмине турккӑ тата чӑваш чӗлхипе пичетлесе кӑларнӑ. Турккӑ чӗлхине куҫараканӗ, ӑнлантараканӗ — Эмине Йылмаз, тюрколог, чӑваш чӗлхи ӑсчахӗ, Хаджетеппе Университечӗн (Анкара) профессорӗ. Кӗнекере турккӑлла ҫырнипе пӗрле чӑваш оригиналне икӗ орфографипе, кириллицӑпа тата латиницӑпа вырнаҫтарнӑ.

Хисепӗсем

Халӗ Слакпуҫ ялӗнче сӑвӑҫӑн мемориаллӑ музейӗ пур. Кунта кӗрсе ҫӳрекенсем чаплӑ чӑвашӑн пурнӑҫӗн кун-ҫулӗпе, пултаруллӑх ӗҫӗсемпе паллашаҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Константин Иванов сӑввисем


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-09-07 15:29:36 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 54953 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем